Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16




НазваниеМетодика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16
страница15/37
Дата конвертации17.10.2012
Размер3.43 Mb.
ТипДокументы
1   ...   11   12   13   14   15   16   17   18   ...   37

Чувашский язык и литература.



1. 20- мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи прозãра палãрнã çыравçãсем:

а) Хĕветĕр Агивер , Денис Гордеев;

б) Ильбек Микулайĕ , Александр Артемьев;

в) Марфа Трубина , Хумма Ģеменĕ;

г) Леонид Агаков , Алексей Талвир.


2. Камсем К.В.хайлавĕ тãрãх драма çырнã? Хайлав ятне тата пичетленĕ вãхãтн кãтартãр.

а) Петĕр Хусанкайпа Ухсай Яккãвĕ «Шуйттан чури»1950 çул.

б) А.Кãлканпа В.Алакер «Нарспи», 1940ç.

в) Х.Уярпа В.Сатай «Тãлãх арãм»,1960ç.

г) Н.Терентьевпа Б.Чиндыков «Икĕ хĕр», 1980 ç.


3. К. Турханãн «Сĕве Атãла юхса кĕрет» романĕнче миçе персонаж?

а) 100 ытла

б) 50 ытла

в) 200 ытла

г) 20 персонаж.

4. Мĕн вãл ритм?

а) сãвã йĕркисенчи сыпãксен шучĕ пĕр пек пулни ,пусãм пĕр пек ылмашãнса пыни

б) кашни йĕркере çичĕ сыпãк пулни, пусãм выляса çÿрени.

в) икĕ хуравĕ те тĕрĕс

г) икĕ хуравĕ те тĕрĕс мар.


5.Тãван çĕр-шыв аслã вãрçинче пуç хунã чãваш çыравçисене палãртãр:

а) Л.Агаков, М. Кипек, А. Артемьев;

б) В.Сатай, П.Хусанкай, Ильпек Микулайĕ.

в) В.Алентей, Я. ухсай, А. Ĕçхĕл.

г) В. Бараев, М. Ястран, К. Кольцов.


6. Ģак сãвã йĕркисем камãн?

Ģак çĕре эсир пĕлетĕр-и?

Ватã та вãл,ĕмĕр çамрãк та.

Ãсан туйĕ хÿхĕм çав тери---

Курсан чун киленĕ вãрманта.

Уявра уяв ку çĕр-шывра,

Ĕçĕпе хускатĕ вãл тãва!

а) Я. Ухсай.

б) П. Хусанкай.

в) Раиса Сарпи.

г) Любовь Мартьянова.


7.Чãваш Республикин Патшалãх ялавне ãсталанã художник:

а) Элли Михайлович Юрьев, Чãваш Республикин халãх художникĕ.

б) Виктор Леонтьевич Немцев, Чãваш Республикин халãх художникĕ.

в) Владимир Иванович Агеев, Чãва Республикин халãх художникĕ.

г) Виталий Петрович Петров, Чãваш Республикин халãх художникĕ.


8.Шупашкар хула гербĕн ÿкерчĕк паллисем, ãна ãсталанã художник:

а) шуйттана сãнãпа тирекен çĕнтерÿçĕ Георги---Ю.П.Смирнов.

б) туратлã мãйракаллã пãлан------Н.Л. Яковлев.

в) ãнтãлса вĕçекен пилĕк кãвакал—Э.М.Юрьев.

г) икĕ пуçлã ãмãрт кайãк-----М.А.Ильин.


9. Сĕм авалхи чãвашсен мãн аслашшĕсем пурãннã вырãн:

а) Тĕп Азии.

б) Ģĕпĕр.

в) Алтай.

г) Кавказ, Каспипе Хура тинĕс тавралãхĕ

д) Атãл тãрãхĕ.


10. Ылтãн Пãлхар патшалãхĕ тытãнса тãнã вырãн:

а) Вãтам Азии

б) Ģурçĕр Кавказ.

в) Урал тãрãхĕ.

г) Танаис хирĕсем.


11. Киев кнеçлĕхĕн пĕр паллã çынни хãйсем Атãл çи Аслã Пãлхарне тапãнни çинчен «Иртнĕ вãхãтсен повеçĕсем « ятлã çырãвĕнче çапла асãрхаттарнã:» Тыткãна лекнĕ, тãлã çыхса усракан пãлхарсене кайса куртãм:пурте вĕсем атãпа.Кусем пире хырçã памĕç,хамãра валли çãпаталлисене урãх çĕрте шырас».Кам вãл?

а) Илья Муромец.

б) Добрыня Никитич.

в) Алеша Попович.

г) Пĕри те тĕрĕс мар.


12. Ывãç ,кĕлте, тĕм, сурат, çĕмел, капан -мĕн виçисем вĕсем?

а) лаптãк виçи.

б) йывãрãш виçи.

в) калВпВш виçи.

г) пухса илекен тыр-пул виçи.


13. Поэтика мелĕсене кãтартãр. Курãкран лутра вãрмантан, вãрмантан вãрãм.

а) танлаштару

б) сãпатлантару.

в) литота.

г) параллельлĕх.


14. Ģак предложенире шухãш тĕшши хãш сãмах çине ÿкет? Манãн аппа Шупашкарта институтра вĕренет.

а) манãн аппа.

б) Шупашкарта

в) институтра.

г) вĕренет.


15. Чãвашсен пĕрремĕш киноактриси.

а) Кузьмина.

б) Ырсем.

в) Тани Юн.

г) Яковлева.


16. И.Я.Яковлев миçемĕш çулта, ãçта вилнĕ? Ãна ãçта пытарнã?

а) 1930 çулта. Мускавра.Ваганьково масарне.

б) 1930 çулта, Шупашкарта. Б.Хмельницки урамĕнчи масарта.

в) 19336 çулта,Чĕмпĕрте. Чãваш масарне.


17. Кивĕ çырулãх вãхãчĕ хãш ĕмĕрсене пĕтĕçтерсе тãрать?

а) 18 – 19 – ĕмĕрсене .

б) 17 – 18 – ĕмĕрсене.

в) 19 – 20 – ĕмĕрсене.


18. Мĕн вãл кулãш (юмор)?

а) пурнãçри çитменлĕхсене, çыннãн япãх енĕсене тãрãхласа питлени.

б) чãн пулма пултарнã пĕр-пĕр кулãшла ĕç çинчен каласа пани.

в) пурнãçри пулãма е çынна путишле, шÿтлесе сãнласа пани.

г) характерсене, ĕç-пуçа, хирĕçÿсене кулãшла, камитле йĕркелени.


19. Мĕн вãл аллегории?

а) сãнарсем тãвас ,литература хайлавĕн илемлĕх тĕнчине тата вулакана кãмãл –туйãм енчен витĕм кÿрес тĕллевпе чĕлхе майĕсемпе усã курни.

б) пĕр-пĕр илемлĕх тĕллевне пурнãçлас тесе предложение, унти сãмахсен яланхи вырãнне улãштарса, урãхларах йĕркелени.

в) пĕр-пĕр пулãма е ãнлава конкретлã сãнар, япала урлã ытарлã кãтартни.

г) искусствãн мĕнпур тĕсĕсен пурнãç тãршшĕпе йĕркеленсе çирĕпленнĕ шалти пайĕ.


20. Мĕн вãл сурпан?

а) хĕрарãм пуçне çыхмалли ал шãлли евĕр япала.

б) кĕмĕлпе илемлетнĕ хул пуççи урлã çакса ямалли хĕрарãм тумĕ.

в) хĕрсен пуçа тãхãнмалли укçапа, шãрçапа илемлетнĕ тумĕ.

г) хĕрарãмãн пилĕке çыхмалли эрешĕ.


21. Качча кайнã хĕрарãм хãй упãшкин пиччĕшне мĕнле чĕнет?

а) хунчãкам.

б) пãяхам.

в) ывãлсем.

г) пичче.


22.Мĕн вãл катрен?

а) тãватã йĕркеллĕ сãвã,çавра;рифмãсем хĕреслĕ, ылмашуллã, мãшãрлã майпа йĕкеленеççĕ.

б) рифмãллã сãвã строфи.

в) 20 йĕркерен тãракан сãвã çыххи.

г) сакãр йĕркеллĕ,пилĕк е ултã стопаллã ямбпа çырнã сãвã.


23. Текстра пãхãнуллã предложении тупãр:

Каç пуласси инçе мар(1). Ģуркунне(2). Юр кайса пĕтнĕ(3). Тулта та, пÿртре те

ãшã(4).Кãнтãр еннелли икĕ чÿречене те яриех уçса янã(5).

а) 1-предложени.

б) 2-предложени.

в) 3-предложени.

г) 4-предложени.

д) 5-предложени


24. Синтаксис вãл:

а) сãмах пулãвĕпе тытãмĕ.

б) чарãну палли тĕрĕс лартасси.

в) пуплев епле йĕркеленни.

г) чĕлхери сãмахсен йышĕ.


25. Хãш ваттисен сãмахĕнче хыç сãмах пур?

а) Ģынпа çын пурãнать.

б) Халãх çинче тãлãх та вилмен.

в) Йышпа ĕç тума аван, пĕччен пыл çиме аван.

Ватта сума сãвакан—хãй те сумлã пулакан.


26. Глаголсем мĕнле формãсенче пулаççĕ?

а) çирĕплетÿ тата хирĕçлев.

б) çирĕплетÿ тата вãйлату.

в) çирĕплетÿ тата пĕтĕмлетÿ.

г) çирĕплетÿ тата пĕчĕклетÿ.


27. Пĕччен сãмах мĕнле хисеп ячĕ пулать?

а) валеçÿ.

б) шут.

--3)пĕтĕмлетÿ.

г) йĕрке.


28. Йãнãш çырнã япала ятне туп:

а) анне.

б) шãллãм.

в) çемйе.

г) кукãль.


29. Н. Бичурин Китайра пурãннã вãхãтра Китай литературин энциклопедиллĕ хайлавне вырãсла куçарать.Мĕн ятлã çав хайлав?

а) «Многословие»

б) «Троесловие»

в) «Словесность».

г) «Грамматика китайского языка».


30. Ģеçпĕл Мишши чĕлхеçĕ-тĕпчевçĕ те пулнине мĕнпе çирĕплетме пулать?

а) Унãн сãвã çырас пултарулãх- ãсталãхĕпе.

б) Чãваш чĕхинчи ударении правилисем» статйипе.

в) хãйĕн революцилле шухãшĕсене витĕмлĕ чĕлхепе палãртма пултарнипе.

г) Пĕри те тĕрĕс мар.


31. Чãвашсен авалхи çырулãхĕ:

а) иероглиф.

б) пиктографии

в) руна çырãвĕ.

г) латиница


32. Ģак йĕркесем мĕнле хайлавран,авторĕ кам?

«…Чãваш çынни хãй ачи-пãчине мĕн çамрãкранах ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕç çи вãхãтĕнче ãна ашшĕ-амãш кĕçĕннисене пãхма киле хãварать. Хĕрача чãлха çыхать,арçын ача çãпата тума вĕренет…»

а) А.Артемьев. «Салампи».

б) Ильпек Микулайĕ. «Хура çãкãр».

в) М.Ухсай. «Кãра çилсем».

г) Х.Уяр. «Таната».


33.Хãш пуплев пайĕн антоним çук?

а) глаголãн.

б) евĕрлев сãмахĕн.

в) паллã ячĕн

г) япала ячĕн


34. Ģãраççи сãмах мĕнле мелпе пулнã?

а) аффикс хушса.

б) сыпãнуллã çыхãнса.

в) пãхãнуллã çыхãнса.

г) пĕр пуплев пайĕнчен тепĕр пуплев пайне куçса.


35.Хãш запятой вырãнне точкãпа запятой лартмалла?

Пурãнан пурнãç пĕр пек килмест(1), тепĕр чух вãл кĕрхи çанталãк евĕр улшãнса тãрать(2), ырри те(3), йывãрри те сахал мар унта.

а) 1

б) 2

в) 3

г) точка запятой кирлĕ мар.


36. Хãш сãмахра ударени юлашки сыпãк çине ÿкет?

--1) пукане.

б) тãкãскã.

в) сĕткенлĕ.

г) çиесшĕн.


37. Тĕслĕх миçе хутсãр предложенирен тãрать?

Ахаль юхмарĕ халãх юнĕ,кĕтни ахаль иртмерĕ ун:умнее хãпарчĕ çутã кунĕ,килчех

телейлĕ çĕн саккун.

а) 1

б) 2

в) 3

г) 4.


38. Палãртнã сãмах предложенире мĕнле член пулать? ĢĔМĔРТ çеçки çурãлать, вãрман витĕр курãнать.

а) подлежащи

б) сказуемãй

в) дополнении

г) определени.


39. Этемĕн пырĕ тутã та куçĕ выçã»повеçĕн авторĕ:

а) Игнатий Иванов.

б) Григорий Тимофеев.

в) Иван Юркин.

г) Иван Яковлев.


40. Предложенири хутсãр предложенисем хãш цифрãсем тĕлĕнче пĕтеççĕ?

Татмасãр юлнã(1) темиçе çырла çакãнса(2) тãнине (3) куратãп (4): вĕсем типсе хытнã(5).

а) 1,2,3,4,5,

б) 2,3,4,5,

в) 3,4,5.

г) 4,5..


41. Хãш сãмаха йãнãш çырнã?

а) суханне .

б) супãньне.

тãванне .

г) сиренне.


42. Михаил Федорович Федоровãн «Арçури» поэми мĕнле эпиграфпа пуçланать?

а) Тухман çын тухсан тãман тухать.

б) «Ģитмен пурнãç пирки –çке çын куçĕнчен пãхатпãр».

в) «Пуян вилет ----мул юлать, ыр çын вилет---ят юлать».

г) Хãрах çын утти вãрах «.


43. Ģак йĕркесене хãш хайлавран илнĕ,авторĕ кам?

«Пĕр эпĕ анчах чавси çĕтĕк кĕпепе , çĕтĕк-çатãк сãхманпа вĕлтĕр-вĕлтĕр çÿретĕп..»

а) Тайãр Тимки. «Пурнãç çути»--ытарлãх.

б) Михаил Акимов. «Тĕлĕнмелле»- памфлет.

в) Иван Ахах. «Икĕ виле».

г) Виктор Рзай. «Ваçлей саккунĕ».


44. Пуçламãш тãрãх сãввãн ятне ,авторне калãр:

Чĕр-шывãм хãюллãн вãранĕ,

Тапранĕ кãвар кайãкла:

«Ģук,çук»,теекен улталанĕ,

Кам «çук» тет,ун чунĕ—чãлах.


а) Георгий Тал-Мãрса.»Чухãн халãх юрри».

б) Ģеçпĕл Мишши. «Хурçã шанчãк».

в) Ģеçпĕл Мишши.» Ģĕн Кун аки».

г) Тайãр Тимки.» Чаплã вилĕм юрри


1   ...   11   12   13   14   15   16   17   18   ...   37


Похожие:

Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconМетодика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16
Педагогика и психология (общий блок для всех руководящих и педагогических работников) 1
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconПреподавателей русского языка и литературы

Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconОглавление хроника мапрял
Международный симпозиум “Инновации в исследованиях русского языка, литературы и культуры”
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconМеждународная ассоциация преподавателей русского языка и литературы статус юнеско
План работы мапрял на 2011 г
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconРоссийское общество преподавателей русского языка и литературы
Р 88 Русский язык как фактор стабильности государства и нравственного здоровья нации : труды и материалы вто
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconРоссийское общество преподавателей русского языка и литературы
Р 88 Русский язык как фактор стабильности государства и нравственного здоровья нации : труды и материалы вто
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconКонгресса: «Мир русского слова и русское слово в мире»
Фролова О. Е. III международный конгресс исследователей русского языка «Русский язык: исторические судьбы и современность»
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconУчебная программа курса «Основы экономики и предпринимательской деятельности: содержание и методика преподавания»
«Основы экономики и предпринимательской деятельности: содержание и методика преподавания» (144 часа) – эк-3
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconТарасовой Натальи Юрьевны на семинаре учителей русского языка и литературы Предгорного района Ставропольского края
Одной из глобальных проблем современного российского образования является воспитание конкурентноспособной личности. Данный социальный...
Методика преподавания русского языка и литературы 15 Информатика 16 iconОсновная образовательная программа: 120714 Земельно-имущественные отношения Квалификация. Специалист по земельно-имущественным отношениям Характеристика специальности
Дисциплина «Русский язык» является углублением и систематизацией школьного курса русского языка. Ориентирована дисциплина на темы,...
Разместите кнопку на своём сайте:
Бизнес-планы


База данных защищена авторским правом ©bus.znate.ru 2012
обратиться к администрации
Бизнес-планы
Главная страница